Çĕнĕ Пуянкасси пĕтĕмĕшле пĕлў паркан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литератури эрни пуçланчĕ

             Çĕнĕ Пуянкасси пĕтĕмĕшле пĕлў паркан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литератури эрни пуçланчĕ. Ăна вĕренекенсем кашни çулах чăваш чĕлхи кунне халалласа ирттереççĕ. Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче 5-мĕш класра вĕренекенсем тематикăлла линейкăра  чăваш чĕлхи  çинчен сăвăсем вуларĕç.

         Çак кунах, ака уйăхĕн24-мĕшĕнче, 13.00 сехетре Чăваш Енре Аннепе Атте çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017» акци иртрĕ. Акцие йĕркелекенсем: Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци телерадиокомпанийĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, Чăваш наци конгресĕ.

Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси.

Задачисем:

− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;

− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме çителĕклĕ майсем туса парасси.

           Эпир, вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, çак акцие хаваспах хутшăнтăмăр. Пурĕ 6 ача тата 2 вĕрентекен çырчĕ.