Спорт сывлăха çирĕплетет, ăна упрама пулăшать. Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕнче çакна ялан пурнăçласа пыма тăрăшаççĕ.
«Сывă пурнăç йĕркишĕн» акцине хутшăнса кĕçĕннисем икĕ ушкăна пайланса, «Орел» тата «Ястреб», «хаваслă стартсенче» тупăшрĕç. Орелсем сатурлăхпа палăрчĕç.
Класс ертўçисем ирттерекен калаçусем те сывă пурнăç йĕркипе (эрех-сăрасăр, наркотиксемсĕр, ытти сиенлĕ йăласемсĕр) пурăнассипе çыхăннă.