Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕнче «Сывă пурнăç йĕркишĕн» акци пырать. Класс ертўçисем тĕрлĕрен темăпа класс сехечĕсем ирттереççĕ.
Çирĕп сывлăхлă, вăйлă тата хитре кĕлеткеллĕ пулас ĕмĕт пурнăçлантăр тесен спортпа туслашмалла, сиенлĕ япаласенчен айккине пăрăнмалла, кун йĕркине çирĕп пăхăнмалла, вăхăтра çывăрма выртмалла, тăмалла, апат çиммелле, гигиена правилисене манмалла мар. Кун йĕркине пăхăнса пурăнакан ача хăйне аван туять. Уçă сывлăшпа, шывпа, хĕвелпе туслă пулни, организма пиçĕхтерни сыфвлăхшăн питĕ усăллă.
Спорта юратман çынсем хăвăрт ывăнаççĕ, вĕсен вăйĕ те сахалтпарах. Пирус туртни е эрех ĕçни организма хавшатать.
Çирĕп сывлăхлă пулас тесен тăтăшах хусканусем тумалла. Пируспа эрехрен айккине пăрăнмалла, таса çўремелле. Ирхине пĕр вун пилĕк минут маларах тăрса зарядка тумалла. Çакăн хыççăн кунĕпе çўреме вăй хушăнĕ, çывăрас килни иртсе кайĕ, кĕлетке те илемленĕ. Пушă вăхăтра вара телевизор умĕнче ларас вырăнне çемьепе вăйăсем выляма пулать.
Организма ытларах витаминсем кирлĕ. Тĕслĕхрен, «А» витамин ўсме пулăшать. Симĕс суханпа кишĕрте нумай вăл. «В» витамин çынна вăй кĕртет, вăл хура çăкăрта ытларах. «Д» витамин шăлсене çирĕплетет. Вăл сĕтре, пулăра, тăпăрчра пур. «С» витамин – ыхрара, купăстара тата улма-çырласенче. Вĕсем пурте пире çирĕп сывлăхлă пулма кирлĕ.
Паянхи кун правительство физкультурăпа спорта аталантарас тесе чылай тăрăшать. Кашни хулара, район центрĕсенче тенĕ пекех спорт комплекĕсем уçăлчĕç.
Çапла вара, çыннăн сиенлĕ йăла-йĕрке чури пулмалла мар. Сигарет туртни, эрех-сăра ĕçни, наркотиксемпе усă курни организмшăн сиенлĕ пулнине яланах асра тытмалла. Тĕрĕс, йĕркеллĕ, сывлăхлă пурăнма мĕн ачаран вĕренер. Çухатнă сывлăха укçапа туянма çук. Çыншăн пурнăçри чи пысăк пуянлăх – сывлăх.