Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕнчи 9-мĕш классен ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ иртрĕ. Малтанах класс ертўçи Кириллова Э.Н. «Професси вăл – пурнăç утăмĕ» темăпа тухса калаçрĕ. Çĕр çинче çын алли тĕкĕнмен ĕç çук та пулĕ. Кашни ĕçе юратса, чунтан парăнса пурнăçласан пирĕн пурнăç аталанса кăна пырĕ. Ахальтен мар чăвашсем: «Ĕç – пурнăç илемĕ» - тенĕ. Пурнăç чăннипех чаплă пултăр тесессĕн пур çыннăн та хăйне килĕшекен пĕр-пĕр ĕçе суйласа илмелле. Суйласа илни çеç çителĕксĕр – çав ĕçре кăмăлтан тăрăшмалла, çитĕнўсем тумалла, хăй телейне тупмалла. Паллах, хăшĕ-пĕрисем ашшĕ-амăшĕн ĕçнех малалла тăсаççĕ, теприсем тăванĕсем сĕннипе пĕр-пĕр ĕçе вĕренеççĕ, вимççĕмĕшĕсем çут çанталăк панине – таланта тĕпе хураççĕ. Хăв юратнă ĕçе пĕр кун хушшинче суйласа илме те май çук. Çапах пĕр-пĕр ĕçе кăмăлласси пĕчĕкренех палăрать вăл. 9-мĕш каласра вĕренекенсен профильлĕ сехет пулнă май яланах професси темипе, ятлă-сумлă, хисеплĕ çынсем çинчен калаçма тăрăшатпăр, тĕрлĕ презентацисем куратпăр. Ашшĕ-амăшĕсен ачисене пурнăçра юрăхлă та кирлĕ професси алла илме пулăшу, сĕнў памалла. Çав вăхăтрах, ачан хăйĕн те професси пирки ĕмĕтленмелле, шутламалла, хăй юратакан професси суйласа илме тăрăшмалла.
Шкул директорĕн вĕрентўпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Кондратьева Г.Н. 9-мĕш классен пробнăй экзаменсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ.
Вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕ О.И.Гурьевпа математика учителĕ Л.П. Степанова экзаменсем пирки тухса калаçрĕç, тăххăрмĕшсене тĕплĕнрех, çирĕпрех, ответлăха туйса хатĕрленме сĕнчĕç.
Юлашкинчен ашшĕ-амăшĕсемпе учительсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене пĕрле сўтсе яврĕç.