«Аннене суйламаççě ма тесессěн вăл – пěрре», − тесе юрлать Марина Туринге. Анне! Аннеçěм! Мěнле çепěç те илемлě сăмах вăл. Кам шухăшласа кăларнă-ши çак тăватă сас паллинчен тăракан сăмаха? Мěн чухлě пěлтерěш пытаннă унра. Пěлетпěр, кирек хăш ачашăн та пěрремěш сăмах вăл «Анне». Кашни халăх чěринчех пур çак сăмах. Тěнчери пур чěлхепе те анне сăмах ачаш кěвě пек янăрать.