Ухсая халаласа

Чăваш халăхĕн таса чунлă, вичкĕн ăслă ывăлĕ çуралнăранпа 105 çул çитрĕ. Я.Г.Ухсай 1911 çулхи чўк уйăхĕн 26-мĕшĕнче хальхи Пушкăрт республикинчи Пелепей районе кĕрекен Слакпуç ялĕнче Пăртта раттнинчи Кевриш чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Яков Ухсай çамрăклах сăвăсем çырма пуçланă. Тĕрлĕ темăпа çырнă вăл хăйĕн хайлавĕсене. Вĕсем  хушшинче çут çанталăкпа этем хушшинчи çыхăнăва кăтартаканнисем те сахал мар. 1929 çулхи утă уйăхĕнче «Сунтал» журналта çамрăк çыравçăн пĕрремĕш сăвви – «Юратрăм эп, хирсем, сире» – пичетленнĕ. «Ухсай поэзийĕнче тăван уй-хирсен, ешĕл вăрмансен, шăнкăр-шăнкăр çăл куçсен, тăрă кўлĕсен çепĕçлĕхĕпе илемлĕхĕ, чăваш халăхĕн ĕçченлĕхĕпе типтерлĕхĕ, кирек мĕнле йывăрлăхра та халăхăн сўнми ĕмĕчĕ, пулас çутă кунсен шанчăкĕ палăрать.     Я.Г.Ухсай тăван литературăна нумай талантлă хайлавпа пуянлатрĕ.

        Çак çавра çула халалласа районта Я.Ухсайăн сăввисемпе ачасем хăйсем çырнă сăвă çаврăмĕсен илемлĕ вулакансен тата Ухсай сăввисем тăрăх аппликаципе сюжетлă ўкерчĕксен  конкурсĕсем иртрĕç.

       Владимирова Е. (7кл.) «Йăмра» сăвви тăрăх тунă аппликаципе,  Захарова А. (9кл.) Я.Ухсайăн «Юратрăм эп, хирсем, сире» сăвăпа,  Степанова К. (9кл.), Владимирова Н.  хăйсем çырнă сăввисемпе виççĕмĕш вырăн йышăнма пултарчĕç. Саламлатпăр