«Сывлăх вăл – пуянлăх, «Сывлăха укçа парса илеймĕн»,– тенĕ халăхра. Спорт вара пур енчен те çирĕплетет сывлăха.
Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкулта «Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» акцине хастар хутшăнаççĕ. Акă, кĕçĕннисем, «Спортивный» тата «Орел» ушкăна пайланса «Хаваслă стартсенче» тупăшрĕç. «Спортивный» ушкăн çĕнтерчĕ.
Шкул ачисен «Çилçунат» организацийĕнчи редколлегисем сывă пурнăç йăркипе хаçат кăларчĕç. Класс ертўçисем ирттерекен калаçусем те сывă пурнăç йĕркипе (эрех-сăрасăр, наркотиксăр, ытти сиенлĕ йăласемсемсĕр) пурăнассипе çыхăннă.