Каллех ылтăн кĕркунне çитрĕ. Йывăçсем мĕн тери шукăль тумланнă. Йывăç çулçисем сап-сарă та тап-таса. Турата тĕкĕнсенех е çил вăйăрах вĕрсенех çав çулçăсем çĕре çăмăллăн вĕçсе аннаççĕ. Кун каç еннелле сулăннă ĕнтĕ. Çанталăк тўпине тĕтреллĕ хулăн пĕлĕт карса илнĕ. Акă темиçе эрне ĕнтĕ çумăр йăскарĕ. Кĕркуннехи çанталăкăн хĕвелĕ хĕртсе пăхманнипе пылчăкĕ те типме пĕлмерĕ.
Çапла вара, çумăр çуманнипе, çанталăк кăшт сивĕтнипе усă курса Пуянкасси шкулĕнче хĕрсе кайсах субботник иртрĕ. Пĕрисем кĕреплеççĕ, теприсем кавир пек сарăлса выртакан ылтăн çулçăсене йăтаççĕ. Шăв-шав янраса кăна тăчĕ çав кун. Тасатса пĕтернĕ хыççăн шкул территорийĕ тасалăхĕпе киленсе килелле утрăмăр. Тасалăх пурне те савăнтарать çав!