Пуянкасси шкулĕнче те кĕре саламласа 1-6 классенче вĕренекенсем уяв-конкурса пуçтарăнчĕç

 

                                                                                                        Кĕр кунĕ таврăнать,

Килет хура кĕркунне.

    Хурăн ларать хуйхăрса.

    Сапалать сар çулçине, –

тесе пуçларĕ Э.Н. Кириллова Л.Смолина поэт çырнă сăвă çаврăмĕпе Кĕр уявне.    Çулталăк тăватă тапхăртан тăрать. Кашни вăхăт хăйĕн илемĕпе, асамлăхĕпе, илĕртўлĕхĕпе палăрать. Акă ĕнтĕ сисмесĕрех эпир кĕре те кĕтĕмĕр. Тавралăх кашни кун улшăнса пырать: уй-хир пушанчĕ, кĕрхи тўпере пĕлĕтсем васкаса шăваççĕ, кăнтăрла хĕвел ялтăртатать, анчах та ун ăшши самаях чакрĕ. Сарăхнă, хĕрелнĕ çулçăсем тўлек çанталăкра туратсем çинчен вĕлтĕртетсе вĕçсе аннаççĕ. Кайăксенчен чылайăшĕ кăнтăралла çул тытрĕç.

     Çак кĕрхи вăхăта халалласа  Пуянкасси шкулĕнче те кĕре саламласа 1-6 классенче вĕренекенсем уяв-конкурса  пуçтарăнчĕç.  Мĕн кăна илсе килмен пулĕ ачасем кĕр сĕтелне пуянлатма: пĕçернĕ торт,  хуплу, пан улми кукăлĕ, печени тата ыт.те.  Кашни класс кĕрхи букет хатĕрленĕ.  Пĕринчен тепри илемлĕ вĕсем.  Кĕр тумĕ тăхăннă ачасем кĕркунне çичен сăвăсем вуларĕç. Ку киле панă ĕçсенче 2-мĕшпе 3-мĕш тата 5-мĕшпе 6-мĕш классем 1-мĕш вырăн йышăнчĕç. 2-мĕш вырăна 1-мĕш класпа 4-мĕш классем пайларĕç.

     Конкурса «Кĕркунне», «Хĕрлĕ çулçă», «Кĕрхи кунсем» ушкăнсем хутшăнчĕç. Виçĕ команди те вăй-халне, ăс-тăнне парса тупăшрĕ.  Вăйăра йывăç çулçисене вырăсла чăвашла пĕлсе, куçа хупса пахча çимĕçсен ячĕсене каласа пани те тĕлĕнмелле пулчĕ.  Жюри членĕсем пĕтĕмлетнă хыççăн пĕрремĕш вырăн Кĕркунне» ушкăн йышăнчĕ, 2-мĕш вырăн – «Хĕрлĕ çулçă», «Кĕрхи кунсем» –виççĕмĕш вырăн тухрĕ.

  Пурте кăмăллă юлчĕç мероприятипе. Кайран ачасем  кĕрхи сĕтел хушшине ларса тутлă апат-çимĕçсемпе сăйланчĕç.