Шкул ачисен чăваш чĕлхипе литературине вĕренес кăмăлне çĕклес, чăваш чĕлхипе литературине, историйĕпе культурине тĕпчес енĕпе тата Ĕç çыннин çулталăкне халалласа Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕнче ака уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 24-мĕшчен чăваш чĕлхипе литература эрнин программи анлă та пуян пулчĕ. Вĕренекенсен тавракурăмне, пĕлĕвне анлăлатас тесе тĕрлĕ мероприятисем кĕртме тăрăшрăмăр.
С. Романова библиотекарь, « Чӑваш чĕлхи - ӑс-тӑн чечекĕ» темăпа кĕнекесен куравне хатĕрленĕ. Класс ертўçисем «Чăваш чĕлхи–тăван чĕлхе» темǎпа класс сехечěсем ирттерчĕç. Чернобыльти атомлă электростанцинче катастрофа пулнăранпа 30 çул çитнĕ май сочинени конкурсĕ иртрĕ. Чăвашла ҫырнипе: Николаева Сн. (6кл.) 1-мĕш, Владимирова Ек. (6кл.) 2-мĕш, Романов Ев.(6кл.) 3-мĕш вырăнсем йышăнчĕҫ. 8- 9-мĕш классем хушшинче «Мĕн? Ăçта? Хăçан?» викторина çивĕч иртрĕ. Хĕрў тупăшăва саккăрмĕшсем выляса илчĕç. 6-мĕш класра «Суперученăйсем» вăйă-конкурс иртрĕ. Икĕ ушкăн: «Асамат кĕперĕ» тата «Чĕвĕлти чĕкеҫ» ушкăнсем тупăшрĕҫ. «Асамат кĕперĕ» ушкăн вăйлăрах пулчĕ. 5-мĕш класра «Чĕвĕлти чĕкеç» вăйă –конкурсра туслăх ҫĕнтерчĕ. Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта республика шайĕнче иртекен «Çĕр çинче пурăнассишĕн» («Ради жизни на земле») 9-мĕш класра вĕренекен Катя Макарова патриотла сăвăсен конкурсне хутшăнса хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăваш чĕлхи кунне халалласа, пур классене явăçтарса «Эпир чăваш йăхĕнчен» темăпа пысăк уяв иртрĕ. Уяв чăваш гимнĕпе уçăлчĕ. Кунта ачасем юрларĕç, чăваш ташшипе савăнтарчĕç, чăваш юрисемпе кăмăла уçрĕç, сăвăсемпе юптарусем пăхмасăр каларĕç. Драмкружока çўрекенсем, 6-мĕш класс ачисем, чăваш çамрăкĕсен вăййине кăтартрĕç. И.Я.Яковлевăн ачалăхĕ, ырă ĕçĕсем пирки М. Краснова вĕренекен каласа кăтартрĕ. Çав кунах вĕренекенсем Пĕтĕм чăваш диктантне çырма кăмăл турĕç. Çапла, атте-анне панă тăван чĕлхене юратмалла, савмалла, мухтамалла. Ăна усрар чыс-хисепре.
Юлашкинчен шкул директорĕ С.Кириллов çакăн пек кăмăллă уяв туса панăшăн ачасене тав турĕ.
Эрнине пěтěмлетсе хастарлăх кăтартнă ачасене Э.Н.Кириллова ачасене пылак çимĕçсемпе сăйларĕ.