«Туслăх хĕлхемĕ» ятлă фестиваль

Шкул ачисен  чăваш чĕлхипе литературине вĕренес кăмăлне çĕклес,  чăваш чĕлхипе литературине, историйĕпе культурине тĕпчес енĕпе пултаруллă ачасене тупса палăртас тĕллевпе тата Ĕç çыннин çулталăкне халалласа   районта «Туслăх хĕлхемĕ»  ятлă фестиваль иртрĕ. «Шевле» конкурсра  6-9 классенче вĕренекен ачасем литература хайлавĕн сыпăкĕ тăрăх ўкерчĕксем тăратрĕç.   Фестивалĕн «Çăлтăрчăк» вăйă-конкурсĕнче  7-9-мĕш классенче вĕренекенсем:  «Чĕлхе –  халăх мулĕ»,  «Ĕçне кура хисепĕ», «Чечеклен, аталан, тăван енĕм», «Илемлĕх тĕнчи», «Пирĕн пултарулăх» пилĕк станци витĕр тухрĕç. Кашни шкултан 1-ер вĕренекен хутшăнчĕ. Çак вăйă-конкурсра 9-мĕш класра вĕренекен Ефимова Е. 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. Маттур, Катя!