Шкул тата чăваш чĕлхи чĕрĕлĕвĕ...

 Нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче ЧР Муркаш районĕн «А.Г.Николаев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлў паракан Калайкасси шкулĕ» муниципалитет бюджет вĕренў учрежденийĕнче «Шкул тата чăваш чĕлхи чĕрĕлĕвĕ» темăпа республика шайĕнче çавра сĕтел иртрĕ.  Ман та çавра сĕтелте хутшăнма тўр килчĕ.

Нумай ăсчах, вĕрентекен чуна ыраттаракан  ыйтусемпе тухса калаçрĕç.

Тăван чĕлхе… Ку сăмахсене кирек кам та хăйĕн пĕтĕм юратăвне, чĕрери туйăмне пĕрле пуçтарса калать. Шухăшлатăн та тĕлĕнетĕн: мĕнле тарăн пĕлтерĕшлĕ çак икĕ сăмах!

 Халĕ мĕн  куратпăр-ха? Чăваш чĕлхин вăхăчĕ çитрĕ, вăл янăраса тăрать темелле.  Анчах, шел пулин те,  хулара çуралса ÿснĕскерсем çеç мар, ялта çитĕнекен çамрăк ăру та  вырăсланса пырать. Ашшĕ-амăшĕ чăваш  пулин те тин çуралнă ачисене вырăсла калаçма вĕрентет.

Хальлĕхе вара чăваш чăвашла тĕрĕс те таса, литература чĕлхине пăхăнса калаçма именет. Вăл ыттисенчен уйрăлса тăрас мар тесе хутăш пуплевпе усă курать. Тăван чĕлхене хисеплеменни, манма тăрăшни атте-аннене сума суманнипе танах. Хамăрăн чĕлхене лайăх пĕлмесен ыттисене те алла илеймĕпĕр. Унсăрăн эпир чăваш та, вырăс та, никам та пулаймăпăр.

  Ял ачисем те хулари тантăшĕсене кура «вырăсланма» хăтланаççĕ / юлашки çулсенче чăваш хаçачĕсене, кĕнеки-журналне сахалтарах вулама тытăнчĕç/, хăйсем вара тĕрĕс мар тата питĕ çÿплĕ пакăлтатаççĕ. Ачасем чăвашла кĕнекесем вуламаççĕ, хăшĕ-пĕрисем интересленмеççĕ те. Чылай ашшĕ-амăшĕ тăван чĕлхене хисеплеменрен килет çакă. Вырăсла тĕрĕс те илемлĕ калаçма вĕрентсен татахчĕ хăть.

  Çапла майпа чĕлхе хавшать, шухăша пĕлтермелли чĕлхе мелĕсем те ăшăхаççĕ, сăмахĕсем манăçа тухаççĕ, пуплев тытăмĕ «вырăсланса» пырать. 

   - Ачасем шухăшлайми пулнă, анлă та тулли предложенисем çырма мансах пыраççĕ. Компьютер, кĕсье телефонĕ, планшет пултăр çеç,--тесе каланине час-часах илтетĕн учительсенчен. Ку чăнах тĕрĕсех.

  Чăваш чĕлхи пĕтсе пырать тенине ĕненме те пулать. Чăнах та, тăван чĕлхерен пистерес тесе пирĕн çĕр-шывра йăлтах тăваççĕ пек туйăнать. Паллах, вырăс чĕлхи кирлĕ, çав вăхăтрах тăван чĕлхене, атте-анне, асатте-асанне чĕлхине пĕлмелле. Унсăрăн вăл  тăван халăха, унăн йăли-йĕркипе культурине, историнче юлнă пулăмсене хаклама пăрахать. Тăван чĕлхене пĕлмен çын – тымарсăр йывăç пек. Унăн пурнăç хаклавĕ те пĕчĕк, патриотизм туйăмĕ те хавшак. «Чĕлхе вăл çав чĕлхене тунă халăх пĕтсен тин пĕтет. Тăван чĕлхене манма хушни çав халăха вилме хушнипе пĕрех»,--тенĕ И.Я.Яковлев. Тăван чĕлхерен писнĕ çын, ытти организацисенчен те  хăвăртах уйрăлма пултарать. Тăван чĕлхерен писнĕ çынсенчен çĕр-шыва юрăхлă çынсем ÿсейрĕç-ши? Вырăссем хăйсен чĕлхишĕн, культуришĕн тăрăшнă май ытти халăхсем çинчен пачах та манмаççĕ. Манăн çакна калас килет: вырăс-и, тутар-и, чăваш-и е пушкăрт-и – пирĕн пурин те пĕр проблема: тĕнчери глобализаци пире те çăтса ан ятăрччĕ! 

Эпир тĕнчери ытти халăхпа пĕрле XXI ĕмĕрте пурăнатпăр, çĕнĕ  саманара. Глобализаци тапхăрĕнче чăваш чĕлхине ытти халăх чĕлхисем хушшинче çухалса каясран пирĕн питĕ сыхламалла. Чăваш чĕлхинчен вăтанмалла мар, ирĕккĕн калаçмалла.  Наци культурин тĕп пуянлăхĕ – чăваш чĕлхи. Чĕлхе нацин тĕп палли пулнине шута илсен  унăн пĕлтерĕшĕ виçесĕр пысăк.

  Атьăр-ха, тăвансем, малашне эпир тăван чĕлхене  юратар! Хаклă пурлăха  упрар, малалла аталантарма çĕнĕ майсем тупар. Тăван çĕр-шыва юратасси те тăван чĕлхерен, анне сĕчĕпе кĕнĕ чĕлхерен пуçланать. Унтан çепĕççи тĕнчере урăх çук та пулĕ.