8 – мĕш класра иккĕмĕш чĕрĕк пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ иртрĕ

         8 – мĕш класра иккĕмĕш чĕрĕк пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ иртрĕ. Класс  ертўçи «Шкул ачисене килте тĕрĕс пăхса ўстересси, вĕренме пулăшасси» темăпа тухса калаçрĕ. Вăтам çулхи шкул ачисемпе (11-15çултисемпе) ĕçлесси тата кăткăсрах.  Ашшĕ-амăшĕн вĕсем çине кĕçĕн çулхи ачасенчен  тимлĕрех пăхма тивет. Çак тапхăрта ача хăвăрт ўсет, унăн шăм-шакĕ, шăнăрĕсем,   мускулатури тĕрекленеççĕ. Организмри çак улшăнусем ачан нерв системин ĕçĕнче те палăраççĕ. Çав çулсенчи ачасем час хĕрсе каякан, тепĕр чухне ашшĕ-амăшĕн хăйсен ачисене çине тăрсах пулăшма тăрăшмалла, ача пурнăçĕнчи улшăнăва шута илмелле.  Ачасене пĕчĕкренех вăхăтпа тĕрĕс  те йĕркеллĕ усă курма вĕрентмелле. Ашшĕ –амăшĕсен ачасен  вĕренĕвĕпе интересленсех тăмалли пирки чарăнса тăчĕ.  .

       Э.Кириллова иккĕмĕш чĕрĕкĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Юлашкинчен тĕрлĕрен ыйтусем сўтсе яврĕç  ашшĕ-амăшĕсем.