Эпир пулнǎ, пур, пулатпǎр

«Эпир пулнǎ, пур, пулатпǎр

(Чǎваш чẽлхи эрнинче ирттернẽ уяв сценарийẽ)

 

Э.Н.Кириллова, чǎваш чẽлхипе литературине вẽрентекен

 

Умẽн калани

 

   Çẽнẽ Пуянкасси шкулẽнче кашни çулах Чǎваш чẽлхи эрнине ирттереççẽ. Эпẽ те çак эрнере мẽн тǎвассине маларах планласа хуратǎп: уçǎ урок, вǎйǎсем, олимпиада, викторина, калаçу, тест тẽрẽслевẽ, тẽл пулусем тата ытти те. Çак ẽçсен тẽллевẽсем: чǎваш чẽлхи урокẽсене юратма, чǎваш халǎхне хисеплеме вẽрентесси; унǎн паллǎ та хисеплẽ çыннисемпе паллаштарасси; тǎван халǎхǎн йǎли-йẽркине, культурине хаклас, хисеплес туйǎма аталантарасси; ачасене илемлẽхе туйма, ǎнланма хǎнǎхтарасси.

   Класс тулашẽнчи çакǎн евẽр ẽçсем ачасен чǎваш чẽлхи вẽренес кǎмǎлне çўллẽрех шая çẽклеме пулǎшаççẽ. Кунсǎр пуçне, паллах, ачасен лексикине пуянлатаççẽ, тавра курǎмне сараççẽ, калаçу чẽлхине аталантараççẽ.

  Юлашки вǎхǎтра пирẽн пурнǎçа, çав шутра шкул пурнǎçне те, нумай улшǎну пырса кẽчẽ. Çẽнẽлẽхсем чẽлхене вẽрентес ẽçе илẽртўлẽх кўреççẽ. Çавǎнпа та эпир çẽнẽ технологисемпе уроксенче кǎна мар, шкул тата класс тулашẽнче ирттерекен мероприятисенче те анлǎ усǎ куратпǎр. 

   Мероприятисен сценарийẽсене эпẽ вẽрẽрентўре хǎвǎрт пулса иртекен улшǎнусене шута илсе хатẽрлетẽп. Вẽсене йẽркеленẽ чух ачасен çулẽпе ўсẽмне, вẽренў интересẽсене тẽпе хума тǎрǎшатǎп.

 

Уяв сценарийẽ

   Илемлетнẽ зал. Çепẽç юрǎ янǎрать. Урок эпиграфẽ:

Тǎван халǎхна,

ẽмẽрне те ан манн:

Асра та, ǎшра та

Вǎл пултǎр ялан.

                       А.Канаш

1- мẽш ертсе пыракан.

Кам-ха, кам çак халǎха пẽлет:

Вǎл çẽр пин сǎмахпала пуплет,

Çẽр пин юрǎ-çемẽ кẽвẽлет,

Çẽр пин тẽслẽ тẽрẽ вǎл тẽрлет.

                                 П.Хусанкай

 

2-мẽш ертсе пыракан. Ырǎ кун пултǎр, хаклǎ вẽрентекенсемпе вẽренекенсем!

 

1-мẽш ертсе пыракан.  Ырǎ кун пултǎр, хисеплẽ хǎнасем!

 

2-мẽш ертсе пыракан.  Паян пысǎк уяв – Чǎваш чẽлхи кунẽ. Пурне те çак уяв ячẽпе…

 

Ертсе пыракансем. (пẽрле)… саламлатпǎр!

 

1-мẽш ертсе пыракан. Пирẽншẽн чи хаклǎ, чи юратнǎ, чи çывǎх чẽлхе–чǎваш чẽлхи.

 

2-мẽш ертсе пыракан. Эпир Чǎваш Енре чǎвашла калаçса пурǎнатпǎр. Чǎваш Ен –пирẽн тǎван çẽр-шыв. Тǎван çẽр-шыв анне пекех пẽрре, ǎна суйлама та, сутǎн илме те çук.

 

1-мẽш ертсе пыракан.  Кашни çыншǎн ашшẽ-амǎш чẽлхи, тǎван халǎх историйẽ, йǎли-йẽрки, юрри-ташши хаклǎ.

 

«Илемлẽ, илемлẽ…» халǎх юрри янǎрать.

 

1-мẽш ертсе пыракан.  Чẽлхе халǎх пурнǎçẽн тẽкẽрẽ кǎна мар, ẽмẽр хушши пухǎнса пынǎ пẽлўлẽх çǎл куçẽ те. Çак çǎл куçẽнчен эпир мẽн ачаранах тумламǎн-тумламǎн вǎй илсе ўсетпẽр.

Сцена çинче пўрт ǎш-чикẽ: сẽтел тата пукансем. Чǎваш тумẽ тǎхǎннǎ амǎшẽпе хẽрẽ хǎнасене кẽтеççẽ.

 

Хẽр ача.  Халẽ те килмеççẽ.

 

Амǎшẽ.   Килеççẽ пулẽ-ха.

 

Хẽр ача.  Килеççẽ! Килеççẽ!

 

Хǎнасем. Пирẽн килме юрать-и?

 

Амǎшẽпе хẽрẽ.  Килẽрех, килẽр, кẽтетпẽр! Ырǎ сунса кẽтетпẽр!

 

Хǎнасем.  Кукǎль шǎрши илẽртет. Шǎршине пẽлсе килтẽмẽр.

 

Амǎшẽ.  Иртẽр-иртẽр, хǎналанǎр, сẽтел хушшинелле ларǎр. Тутлǎ кукǎль тутанǎр!

 

Хǎнасем.  Тавах!

Кẽрсе ларса хǎналанаççẽ.

 

Хẽр ача.  Атьǎр, ачасем, çẽрẽ памалла выляр.

 

Ачасем.  Атьǎр, атьǎр выляр!

 

Малалла çẽрẽ памалла выляççẽ. Çẽрẽ валеçекенẽ  зала анса 2-3 çынна вǎййа хутшǎнтарать. Çẽрẽ кама лекнẽ, çавна юрлаттараççẽ, ташлаттараççẽ, сǎвǎ калаттараççẽ т. ыт. те.

 

Амǎшẽ. Выляса ывǎнтǎр пулẽ. Кǎштах каннǎр. Кам суя хыпарсем пẽлет?

 

1-мẽш хǎна. Эпẽ пẽлетẽп: Çẽпритун Çеменẽ çемçе çẽлẽк çẽленẽ.

 

Ачасем. Мẽнрен?

 

1-мẽш хǎна.  Шапа тирẽнчен!

Ачасем кулса яраççẽ. Малалла хǎнасем йẽркипе суя хыпарсем калаççẽ. Ун хыççǎн хẽр ачасем такмак калаççẽ. Вẽсем пẽр ушкǎна тǎраççẽ, арçын ачасем –тепẽр ушкǎна.

 

Хẽр ачасем.

Тим-тим Тимука,

Тимукканǎн шǎпǎрне

Йыт çẽклесе кайнǎ тет.

Йыт çẽклесе кайнǎ тет.

 

Арçын ачасем.

Ур-ур Урине,

Уриненẽн вар пуçне

Кушак чавса кайнǎ тет.

Кушак чавса кайнǎ тет.

Малалла та çапла выляса юрлаççẽ.

 

Амǎшẽ. Шǎп пулǎр! Шǎпкǎн акрǎм, шǎп пулǎр!

 

Хẽрẽ. 

Атьǎр, хẽрсем, вылама!

Пирẽн вǎйǎ–вылявлǎх,

Савǎнмалǎх, кулмалǎх.

Атьǎр, хẽрсем, савǎнма!

 

1-мẽш хǎна. Чǎнах та, эпир паян юрларǎмǎр, вылярǎмǎр, анчах ташлама.

Чǎваш ташши ташлаççẽ.

 

2-мẽш хǎна. Вǎхǎт нумая кайрẽ. Киле каймалла пулẽ.

 

Хǎнасем. ( пẽрле).  Каяр! Кайма вǎхǎт. Хǎна тунǎшǎн тав сире! Каятпǎр киле, ǎсатǎр пире.

 

Амǎшẽпе хẽрẽ. Чипер кайǎр!

Пурте ушкǎна тǎрса, алла-аллǎн тытǎнса, юрласа тухса каяççẽ.

 

1-мẽш  ертсе пыракан.

Эй, чẽлхеçẽм, сана юратса

Çак сǎвва эп вулатǎп чунтан.

Ирхи сывлǎм пек эсẽ таса,

Эс хрусталь савǎт пек янǎран.

                        Николай Сандров

 

2-мẽш ертсе пыракан.  Чǎваш халǎхне çутта кǎлараканẽ – И.Я.Яковлев. Ун пирки чǎвашсем «пире çутта кǎларакан, ǎс паракан», «пирẽн ырǎ çыннǎмǎр» тенẽ.

«Шкула Яковлев килсе кайни» сценка (Трубина Мархви аса илẽвẽ тǎрǎх йẽркеленẽ).

 

1-мẽш  ертсе пыракан. Иван Яковлев ячẽ чǎваш халǎхẽшẽн яланах хисеплẽ те чыслǎ. Унǎн чапẽ халǎх хушшинче паян та сўнмест. Чǎваш халǎхẽ ытти халǎхсемпе пẽр шайра утать.

«Чǎваш енẽн паллǎ çыннисем» слайдсем улшǎнаççẽ.

 

2-мẽш ертсе пыракан.

 Чǎвашра вǎрман та чǎвашла

                                           кашлать,

Шǎпчǎк та юрлать кунта халь

                                           чǎвашла.

Сассǎм пин чẽлхеллẽ халǎх

                                           хушшинче

Янǎрать хавассǎн, уççǎн,

                                           чǎвашла!

                                   Любовь Мартьянова

 

1-мẽш  ертсе пыракан. 

Чǎвашсемẽр! Сире телей сунатǎп,

Ан сивнẽр тǎван чẽлхемẽртен.

Мансан –чẽлхесẽр янавар

                                              пулатǎр,

Чẽлхе пулсан – пẽтместпẽр ẽмẽрте!..

                                         Раиса Сарпи

 

2-мẽш  ертсе пыракан.

Çак кунччен упраннǎ халǎх

Мǎшкǎлланмẽ паянтан.

Хǎйшẽн хǎй–парне те палǎк,

Пуринпе те вǎл пẽр тан.

 

1-мẽш  ертсе пыракан. 

Пẽтẽм пурнǎç терчẽпе

Çẽр çыртса тупа тǎватпǎр,

Шǎрǎх, сивẽ е йẽпе–

Эпир пулнǎ, пур, пулатпǎр!

                         Пẽтẽр Хусанкай

 

2-мẽш  ертсе пыракан.   Çакǎнпа пирẽн уяв вẽçленчẽ.

 

 

 

 

 

 

 

 

\nКириллова Э.Н., учитель чувашского языка и литературы