Çẽнẽ Пуянкасси шкулẽнче чǎваш чẽлхи эрни уçǎлчẽ.

Чǎваш çырулǎхне, чǎваш шкулне пурнǎç панǎ, тǎван халǎха тẽнче цивилизацийẽн шайне çẽклеме ẽмẽтленнẽ И.Я.Яковлева халалласа Çẽнẽ Пуянкасси шкулẽнче чǎваш чẽлхи эрни уçǎлчẽ. Эрнен малтанхи кунẽнче, акан 19-мẽшẽнче, шкул ачисем эрне вǎхǎтẽнче иртекен мероприятисен планẽпе паллашрẽç. Л.Г.Владимирова библиотекарь И.Я.Яковлев пурнǎçẽпе ẽçẽ-хẽлẽ çинчен калакан кẽнекесен выставки йẽркелерẽ.

    8-мẽш класра вẽренекен ачасем «Чǎваш чẽлхи – тǎван чẽлхе!» тема тǎрǎх А4 çине ўкерчẽç. С.Гурьевǎн, В.Походиевǎн тата А.Ивановǎн ўкернẽ ўкерчẽкẽсем ытларах кǎмǎла кайрẽç. Вẽсен ẽçẽсенче чǎвашлǎх теми уççǎнрах палǎрса тǎрать.

    Чǎваш чẽлхи эрнелẽхне малалла тǎснǎ май «Ал ẽç ǎстисем» ятлǎ курав йẽркеленчẽ. Унта ачасем хǎйсем тẽрленẽ ал шǎллисене, хушпу, тухья, масмакне те курма пулать.

    Эрнен тǎваттǎмẽш кунẽнче 5-6 классенче вẽренекенсен «Çǎлтǎрчǎк» вǎйǎ-конкурсẽ иртрẽ. 5-мẽшсен команди «Уйǎп» ятлǎ пулчẽ, 6-мẽшсен – «Чẽкеç». Командǎсем пẽр –пẽрне саламларẽç, презентаципе хатẽрленẽ тẽрлẽ ыйтусем çине хуравларẽç. Хẽрў тупǎшура «Уйǎп» команда çẽнтерчẽ.    

      Шкулта вẽренекен 8 ача чᾰваш диктанчẽ ḉырчẽḉ.