5-мẽш класра ашшẽ-амǎшẽсен пухǎвẽ пулчẽ

  Иккẽмẽш чẽрẽк пẽтẽмлетẽвẽсем тǎрǎх 5-мẽш класра ашшẽ-амǎшẽсен пухǎвẽ пулчẽ. 9 вẽренекенрен  виççẽшẽ йǎлтах «5», тепẽр виççẽшẽ «4 тата «5» паллǎсемпе вẽçленẽ. Драмкружока çўрекенсем А.Суханǎн «Пẽчẽк хўтẽлевçẽсем» сценка лартса пачẽç. Класс ертўçи «Ачасем  ашшẽ-амǎшẽнчен вẽренеççẽ» тема çинче чарǎнса тǎчẽ, чẽрẽк кǎтартǎвẽсемпе паллаштарчẽ, ыйтусем çине хуравларẽ.