Чÿк уйăхĕн юлашки вырсарникунéче Аннесен кунне уявлатпăр

Чÿк уйăхĕн юлашки вырсарникунéнче Аннесен кунне уявлатпăр. Çак уява халалласа Çéнé Пуянкасси шкулéнче, 5-мéшпе 6-мéш классемпе пéрле амéшéсене чéнсе пысǎк уяв концерчé тата вǎйǎ конкурсé иртрé. Даниил Кирилловпа Карина Степанова, уява ертсе пыракансем, юратнǎ аннесене чи ырă, чи ăшă сǎмахсем çеç парнелеме сéнчéç. Аннесен кунне хǎçан уявлама тыттǎнни çинчен пéлтерчéç. Уявра аннесем çинчен çырнǎ сочиненийéсемсемпе сăвăсен тата ÿкерчĕксен куравне йéркеленé. Презентацисем хатéрленé. Аннесене саламаласа сǎвǎсем вуларéç, юрǎсем  юрларéç. «Çитéнý» кружока çýрекенсем «Чаплǎ парне» сценка лартса пачéç.  Торжествǎлла самант вéçленсен, çичé çемье ( Красновсем, Антоновсем, Макаровсем, Петровсем, Степановсем, Семоновсем, Емельяновсем),  амǎшéпе ачи пéрле  тéрлé конкурсра тупǎшрéç Выляса яракан никам та пулмарé, çемьесем тéрлé номинацисенче çéнтерýçéсем пулса тǎчéç. Конкурссем пéтсен пурте сéтел хушшине ларса пылак чей éçрéç.