Чăваш чĕлхи эрни малалла пырать

    Çĕнĕ Пуянкасси вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ.  Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче тематикăлла линейкăра 5-мĕш класра вĕренекен ачасем чăваш чĕлхи çинчен сăвăсем вуларĕç.

   Ытларикун, ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче,  7-мĕш класра КВН иртрĕ. Класс икĕ ушкăна пайланчĕ: «Чĕкеç» тата «Чăвашсем». Хĕрÿ тупăшура «Чăвашсем» çĕнтерчĕç.