«Мĕн? Ăçта? Хăçан?» викторина

Сцена çинче çавра сĕтел. Сĕтел варринче стрелкăллă юла. Номерленĕ конвертсене çавран хурса тухнă.Кашни конвертра пĕрер ыйту. Кашни ыйтăвăн хăйĕн хакĕ.Командăра çичĕ ача пулать, пĕри - капитан. Вĕсен çичĕ ыйтăва хуравламалла. Кашни ыйтупа шухăшлама 3 минут параççĕ. Командăн тĕллевĕ – ытларах ыйтăва тĕрĕс хуравласси, нумайрах «Укçа» выляса илесси. Панă ыйтăва тĕрĕс хуравласан «укçи» командăна пулать. Пĕлеймесен –

лекмест.

   Команда пуçтармалли ыйтусем:

1) Эпир пурăнакан республикăн чăвашла тата вырăсла ячĕ. ( Чăваш республики --

Чувашская республика) 

2) Чăваш Республикин пĕрремĕш президенчĕ. (Николай Васильевич Федоров)

3) Чăваш Республикин Патшалăх гимнĕн сăмахĕсен тата кĕввин авторĕсем. ( Сăвви И.Тукташăн, кĕвви Г.Лебедевăн)

4) Чăвашсен çĕнĕ çырулăхне, алфавитне, букварьне йĕркеленĕ çын. ( И.Я.Яковлев)

5) Чăваш çĕрĕнче шкулсене уçма пулăшнă Чĕмпĕр вырăсĕ. ( Илья Николаевич Ульянов)

6) Пирĕн халăхăн çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ тесе кам каланă? ( И.Я.Яковлев)

7) Константин Иванов ăçта çуралнă? ( Пушкăрт Республикин Пелепей районĕн Слакпуç ялĕнче)

8)  Миçе емĕк тесе каласан çимелли япала пулать? (пĕремĕк)

9) Кăçал ака уйăхĕнче Юхма Мишши миçе çул тултарчĕ? (75 çул)

10) 17 томлă чăваш сăмахсарăн авторĕ кам? ( Н.И.Ашмарин)

 

 

Конвертсем

 

1-мĕш конверт, 50 тенкĕ

 

Ыйту параканĕ Чăваш Республикин президенчĕ Михаил Васильевич Игнатьев

 

    - Ырă кун пултăр, хаклă вĕренекенсемпе учительсем!

Пирĕн тăван ен – Чăваш Республики. Вăл Россия Федерацине кĕрет. Пирĕн республика 1920 çулта йĕркеленнĕ. Кашни патшалăхăн хăйĕн символĕсем пур. Вĕсем патшалăх суверенитетне палăртаççĕ. Чăваш Республикин патшалăх символĕсене республикăн Аслă Канашĕ 1992 çулхи апрелĕн 29-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. Мĕнле символĕсем вĕсем?

    Хаклă ачасем, çак виçĕ символа калăр.  ( Герб, ялав, гимн)

 

2-мĕш конверт, 25 тенкĕ

 

  Ыйту параканĕ чăвашсен паллă художникĕ Виктор Бритвин.

   -- Чăваш Республикин Патшалăх ялавне ăсталанă художник ятне, хушаматне, ашшĕ ятне калăр. ( Элли Михайлович Юрьев)

 

3-мĕш конверт, 20 тенкĕ

 

 Ыйту параканĕ филологи наукисен кандидачĕ, вĕренÿ тата меслет кĕнекисен авторĕ Юрий Михайлович Виноградов. Хальхи чăваш чĕлхин синтаксисĕпе орфографине тĕпчет.

--- «Рашча» сăмахра щ маар шч çыратпăр. Мĕншĕн? ( Ку сăмаха вырăс чĕлхинчен калаçу урлă йышăннă.)

 

4-мĕш конверт, 15 тенкĕ

 

Ыйту параканĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ писателĕ валерии Туркай.

 

 -- Сăмах кам çинчен пырать?

Вăл паллă прозаик, сăвăç, куçаруçă. Унăн кĕнекисем асамат кĕперĕн пур тĕрлĕ тĕсĕпе те ялкăшаççĕ. Вăл сăнарланă геройсем уçăмлă та ĕнентерÿллĕ. Произведенийĕсем тарăн шухăшлă, психологиллĕ, пурте мирлĕ ĕçпе пурăнакан çынсен хастарлăхне, вĕсем халăхпа пĕрле Тăван çĕр-шыв ырлăхĕшĕн тăрăшнине сăнласа параççĕ, иртнĕ вăрçăри паттăрлăх çинчен калаççĕ.

  Унăн сăввисене компохиторсем чылай юрă хывнă. Вĕсенчен уйрăмах  çаксем анлă сарăлнă: «Юрату юрри», «Ăшă çумăр», «Çуралнă çĕр-шыв», «Салампи юрри».

  Çак çыравçă çинчен чăвашсен паллă писателĕ В.Сатай çапла каланă: «Çынсен чунĕсене тарăнрах кăтартнине пулах унăн произведенийĕсем вулакансене тыткăна илеççĕ, вĕçне çитиччен вулаттарса пĕтермесĕр те алăран каймаççĕ, асра юлаççĕ, шухăша яраççĕ». ( Алесандр Артемьев)

 

 

5-мĕш конверт, 10 тенкĕ

 

 Ыйту параканĕ Кириллов Сергей Павлович шкул директорĕ.

 

-- Пĕрремĕш чăваш шкулне кам, хăçан тата мĕнле хулара уçнă? ( 1868 çулта Чĕмпĕр хулинче И.ЯЧ.Яковлев чăваш шкулĕ уçнă.)

 

6-мĕш конверт, 8 тенкĕ

 

Ыйту параканĕ Чăваш Республикин паллă çыравçи Валентина Элпи.

 

-- М.Ф.Федоровăн «ар çури» балладинчи Хĕветĕр, çул çинчех вилесрен хăранă май: «Ача – пăчам пит айван. Халиччен суха тытайман», -- тесе кулянать. Мĕне пĕлтерет ку? ( Ачи-пăчи суха йăранĕ çине пусмалăх ÿсейменнине, ытла та пĕчĕк пулнине).

 

 

7-мĕш конверт, 5 тенкĕ

 

Ыйту параканĕ Васильева Вера Весальевна физика учителĕ.

 

-- Кĕрепле пуçран çапсан тин чăваш сăмахĕсене аса илет çак герой. Кам вăл? Мĕнле хайлавра сăнланă ăна? Авторĕ кам? Сăввăн пĕр çаврăмне каласа парăр. ( Стихван Шавли. «Вĕçкĕн Ваççа».)

 

8-мĕш конверт, 4 тенкĕ

 

Ыйту парканĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ писателĕ Юхма Мишши.

 

-- Шухăшласа кăларнине чăн пулнă пек ĕнентерсе кăтартакан хайлава мĕн теççĕ? (Легенда)

 

9-мĕш конверт, 3 тенкĕ

 

 Ыйту параканĕ Кондратьева Галина Николаевна директорăн çумĕ.

 

-- Мĕн калать-ши анаграмма?

Мана эсĕ тĕл пулатăн

Авалхи халапсенче.

Пĕтĕмпех ылмаштарсассăн

Сас паллисене куратăн

Пĕвере, кÿлĕсенче. ( Улăп—пулă)

 

 

10-мĕш конверт, 2 тенкĕ

 

 

Ыйту параканĕ – çамрăк юрăç Алексей Московский.

 

-- Мĕн тери илемлĕ, янăравлă, çепĕç пирĕн тăван чĕлхе! Альберт  чăваш чĕлхи çинчен: «Эпĕ халиччен сирĕн чĕлхĕртен илемлĕ те янăравлă чĕлхе илтмен»,--тенĕ.

 

    Ачасем, эпĕ сире чăваш чĕлхи çинчен кластер тума ыйтатăп.

 

 

Чăваш чĕлхикĕвĕллĕ, çепĕç, янăравлă, хитре, йăваш, илемлĕ.

 

    Вăййа хаклаççĕ, çĕнтерÿçĕсене палăртаççĕ, парнесем парса чыслаççĕ

\nКириллова Э.Н.