Суперученăйсем
Вăйă конкурс
ачасен тавракурăмне пуянлатасси
тавçăрулăха ÿстересси
ăнкарăвне,шухăшлав хăвăртлăхне аталантарасси
1. «Сăмах лаççи» вăйă . Чи нумай тупакан ушкăн çĕнтерет
Доска çинче Ч, Р, Ă, Т, У, А, К сас паллисенчен тăракан сăмахсем кам нумайрах тупать?
2. «Кутăнла вуласан та – сăмах». Ачасен кутăнла вулакан сăмахсем тупса çырмалла. Чи нумай тупакан ушкăн çĕнтерет.
( Калав –валак, ан – на, ăвăс-сăвă, ăру-урă, ват-тав, каç-çак, кăвас-савăк, кĕт-тĕк, çу-уç т.ыт.те)
3. «Пайăр ятсем». Уйăрнă вăхăтра ачасен пайăр ят пур произведени ячĕсене тата вĕсен авторсене кăтартмалла.
«Таня» ( П.Хусанкай),…
4. «Пурте пĕр сас паллинчен». Т сас паллинчен пуçланакан сăмахсемпе усă курса ачасен предложени йĕркелемелле. Чи вăрăм предложени тăвакан ушкăн çĕнтерет.
Тольăн тутлă тĕлĕксем тăсăлнăçемĕн тăсăлчĕç.
Тимук тете ташă ташласа тăванĕсене тĕлĕнтерчĕ.
Тăватă така тăкăрлăкпа тăпăртатса тăвалла талпăнчĕç.
Такмакçă такмакласах такама та ташă ташлатьтарса тĕлĕнтерет.
5. «Мĕнле нота?»
1) Сÿ çумне мĕнле нота хушсан ĕç хатĕрĕн ячĕ пулать?
2) Мĕнле нота çумне р сас палли хушса вуласан килĕшÿ пулать?
3) Мĕнле сас палли çумне -ля нота хушса вуласан хĕр ача ячĕ пулать?
4) Мĕнле нота çумне рун хушса вуласан ар çын ячĕ пулать.
5) Вит çумне мĕнле нота хушса вуласан халăх пурăнакан вырăн пулать?
6) Мĕнле икĕ нотăран пахча çимĕçĕн ячĕ пулать?
6. «Пĕлтерĕшне ăнлантар». Фразеологизмсен пĕлтерĕшне ăнлантарăр.
Шăммипе тирĕ –
Алли ури çĕре лекмест –
Вырăнпа вырт –
Йĕплĕ сăмах хыптар –
Шыври пулă пек –
Кăмăла йывăра ил -
Пасар ту –
Пăшăл пăтти пĕçер –
Пуç тай –
Хуйха пут –
7. Пирĕн тăван ен – Чăваш Республики. Вăл Россия Федерацине кĕрет. Пирĕн республика 1920 çулта йĕркеленнĕ. Кашни патшалăхăн хăйĕн символĕсем пур. Вĕсем патшалăх суверенитетне палăртаççĕ. Чăваш Республикин патшалăх символĕсене республикăн Аслă Канашĕ 1992 çулхи апрелĕн 29-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. Мĕнле символĕсем вĕсем?
Хаклă ачасем, çак виçĕ символа калăр. ( Герб, ялав, гимн)
Хальхи чăваш чĕлхин синтаксисĕпе орфографине тĕпчет.
8. -- «Рашча» сăмахра щ маар шч çыратпăр. Мĕншĕн? ( Ку сăмаха вырăс чĕлхинчен калаçу урлă йышăннă.)
9. -- Пĕрремĕш чăваш шкулне кам, хăçан тата мĕнле хулара уçнă? ( 1868 çулта Чĕмпĕр хулинче И.ЯЧ.Яковлев чăваш шкулĕ уçнă.)
10. Чăваш чĕлхи кунне хăçан уявлатпăр?
Майăн 1-мĕшĕнче
Февралĕн 14-мĕшĕнче
Апрелĕн 25-мĕшĕнче
Июнĕн 22- мĕшĕнче
11. -- Мĕн тери илемлĕ, янăравлă, çепĕç пирĕн тăван чĕлхе! Альберт чăваш чĕлхи çинчен: «Эпĕ халиччен сирĕн чĕлхĕртен илемлĕ те янăравлă чĕлхе илтмен»,--тенĕ.
Ачасем, эпĕ сире чăваш чĕлхи çинчен кластер тума ыйтатăп.
Чăваш чĕлхи— кĕвĕллĕ, çепĕç, янăравлă, хитре, йăваш, илемлĕ.
Вăййа хаклаççĕ, çĕнтерÿçĕ ушкăна палăртаççĕ, парнесем парса чыслаççĕ