праздник "День чувашского языка"

 

Уяв тĕллевĕсем: ачасене халăх традицийĕсене упрама, тăван чĕлхене юратса вĕренме хавхалантарасси, чĕлхе илемлĕхĕпе пуянлăхне туйма, пĕлÿлĕхе ÿстерме пулăшасси.

 

Уяв эпиграфĕ:

Тăван халăхна

Ěмĕрне те ан ман:

Ăсра та, ăшра та

Вăл пултăр ялан.

                   А.Канаш

 

Вĕрентекен:  Паян пирĕн пысăк уяв. Эпир тăван чĕлхене хисеплесе И.Я.Яковлев çуралнă кун уява пухăнтăмăр. Çавăнпа  сире Яковлев пек тăрăшса вĕренме, тăван халăха малалла туртма ырлăх-сывлăх сунатăп.

 

  Чăваш Республикин Гимнĕ янăрать.

 

Вĕрентекен: Малалла уява халалласа тĕрлĕрен конкурссем иртĕç. Конкурса ирттерме виçĕ ушкăн кирлĕ пулать. Пĕрремĕш конкурс – «Пĕлÿлĕх эстафети»

  Командăсене вакланă открытка татăкĕсене валеçсе парать. Кашни открытка – пĕр команда.

                       Ěçленĕ вăхăтра 2-3 минутлă музыка тăхтавĕ.

 

Кăмандăсем хăйсен ертÿçисене суйлаççĕ тата команда ячĕсене палăртаççĕ.

Маларах вĕçлекен команда çĕнтерÿçĕ  ята тивĕçет.

 

1-мĕш ĕç.  Ваттисен сăмахĕсене çырса вĕçлĕр

а) Нумая хапсăнсан (нимсĕр тăрса юлан).

ă) Ватта пăхакан (выçă çÿремен çĕлĕкĕ çунать).

б) Вăрă çинче (çĕлĕкĕ çунать).

в) Нумай та пĕтет, сахал та çитет, ( пĕрле пурăннине мĕн çитет).

г) Пырна пула ( пуçна çийĕн).

д) Ěç çĕклет, ( ÿркев ÿкерет).

е) Тăван çĕр-шыв – анне, ( ют çĕр-шыв амаçури).

 

2-мĕш ĕç. Олимпиада ыйтăвĕсене хуравлăр.

1) Чăвашран тухнă пĕрремĕш писатель кам?

                     а) Элпи

                     б) С.Михайлов

                     в) И.Яковлев

2) «Хыпар» хаçатăн пĕрремĕш редакторĕ кам?

                    а) Ю.Сементер

                    б) Иван Мучи

                    в) Н.В.Никольский

3) Çак йĕркесене мĕнле произведенирен илнĕ? Авторĕ кам?

« Çыха пĕлмесĕр çиппине пĕтĕмпех чăлхантарса пĕтертĕм».

                   а) И.Я.Яковлев «Автан»

                   б) И.Я.Яковлев «Чакак»

                   в) И.Я.Яковлев  «Чăлха çыхни»

4) Чăваш театрне кам пуçарса янă?

                   а) И.С.Максимов-Кошкинский

                   б) Валерий Яковлев

                   в) Тани Юн

5) Пире çутта кăларакан çын мĕнле юхан шыв хĕрринче çуралса ÿснĕ?

                 а) Кăнна

                 б) Кĕтне

                 в) Эль

6) Пĕрешкел пĕлтерĕшлĕ сăмахсене мĕн теççĕ?

                 а) Омоним

                 б) Синоним

                 в) Антоним

7) 17 томлă словарĕн (чăваш сăмахсарĕн) авторĕ кам?

                 а) Скворцов

                 б) Ашмарин

                 в) Виноградов

8) Предложени никĕсĕнче мĕн пулмалла?

                 а) дополненипе обстоятельство

                 б) подлежащипе сказуемăй çыхăнăвĕ

                 в) дополнени, определени, обстоятельство

 

3-мĕш ĕç: Тĕрлĕ пуплев пайĕнчи сăмахсене кирлĕ формăра лартасси. Кăранташ сăмаха камăнлăх формин 1-мĕш сăпатĕнче, нумайлă хисепре, пĕрлелĕх падежçнче лартăр. ( кăранташăмăрсемпе).   Кур глагола кăтарту наклоненийĕнче, темиçе иртнĕ вăхăтра, 2-мĕш сăпатĕнче, нумайлă хисепре. ( кураттăр).

 

4-мĕш ĕç.       Каюра сăмаха транскрипцире кăтартăр. [кайура].

 

5-мĕш ĕç: «Суперученăйсем»  конкурс. Панă ыйтусем çине пĕрер сăмахлă хурав çыраççĕ. Вĕçленнĕ предложени темиçе сăмахлă пулмалла. Анчах вăл илемлĕ, литература нормине тивĕçлĕ сăмах тупмалла та çырмалла. Кашни командăн пĕрер предложении йĕркелет.  Кам маларах, çав çĕнтерет. Тĕслĕхрен, ăçти? камсем? хăçан? мĕне? мĕн? мĕн тума? мĕн тăваççĕ? (Ялти ачасем çулла колхоза утă пуçтарма пулăшаççĕ).

 

6-мĕш ĕç: Ку ĕç диалектизмсемпе, чĕлхери стиль çитменлĕхĕсемпе çыхăннă. Хальхи вăхăтра литература чĕлхине тури далект сăмахĕсем кĕрсе пыни сисĕнет, çавна май литература чĕлхи хавшама тытăнчĕ пулмалла.

   Текста илемлĕ литература чĕлхипе çырма парăр.

   «Пичо, эс хуйăнса та на тăр. Мами мамак патне карь, мимисен макойĕ сумар тит.  Каçхи апат сана тума каларь, пăруйне вутă пармала, шуне витрея ярмала тер, кокалсампа чĕп çурисене мăйăхран тыр парма каларь. Мана паранкă пăтратма ыйтрĕ».

 

 ( « Пичче, эсĕ хывăнса  ан тăр. Анне асаннесем патне кайрĕ. Кинемейĕн мăн аккăшĕ (аппăшĕ) сыв мар тет. Выльăхсене каçхи апат пама сана хушрĕ. Пăрăва утă пама сĕнчĕ, шывне витрене ямалла терĕ. Кăвакалссемпе чăх чĕпписене михĕри тулла пама каларĕ. Мана çĕр улми

 тÿме хушрĕ.)

 

Вĕрентекен: Малалла Кристина Федотова, Ваня Павлов хăйсем çырнă сăввисене вуласа параççĕ.

Вĕрентекен:  «Тăван чĕлхемĕрçĕм. Тăван çĕр-шывăмçăм. Тăван аннемĕрçĕм… Эппин, ăслă ывăл-хĕр пуласчĕ пурин те»,-- тенĕ профессор академик Г.Н.Волков хăйĕн «Тăван чĕлхемĕрçĕм» хайлавĕнче.

     Атьăр-ха, тăвансем, малашне эпир тăван чĕлхене  юратар! Хаклă пурлăха  упрар, малалла аталантарма çĕнĕ майсем тупар. Тăван çĕр-шыва юратасси те тăван чĕлхерен, анне сĕчĕпе кĕнĕ чĕлхерен пуçланать. Унтан çепĕççи тĕнчере урăх çук та пулĕ.

     Эпĕ те çак аслă тĕнчере пирĕн хамăра тивĕçлĕ мăнаçлăх, чыс, хисеп, сăн-сăпат пурришĕн пĕтĕм чун-чĕререн савăнатăп. Апла пулсан, малашне те ырри çĕнтерсе пытăр, вăй патăр, халăхăмăра упратăр. Эпир пулнă, пур, пулатпăр! Çаплах пултăр.

 

Юрă-кĕвĕ янăрать. Жюри çĕнтерÿçĕсене палăртать.

 

\nКириллова Эльвира Николаевна,учитель чувашского языка